0+
Кукҫа пуҫ Ачисене

Бесплатный фрагмент - Кукҫа пуҫ Ачисене

Пурнӑҫ ҫинчен. Пурнӑҫри пахалӑхсем ҫинчен. Тата, паллах, Ҫил ҫинчен

Объем: 10 бумажных стр.

Формат: epub, fb2, pdfRead, mobi

Подробнее
О книгеотзывыОглавлениеУ этой книги нет оглавленияЧитать фрагмент

Çанталăк каç еннелле суллăннă.

Кăнтăpлахи шăpăха каçхи варкăш карса илнĕ, мĕн-пур чĕрĕ ÿсен-тăран тинех хаш сывласа янă. У́сен-тăpансемпе чĕp-чунсем тарăн ыйха путма хатĕpленнĕ. Таçта та вĕçсе çу́рекен хурт-кăпшанкă çeç уçăлса çÿpенĕ. Çав самантра, çывăpac yмĕн, ватă Кукша пуç хăйĕн мăнукĕceмпе калаçма шyтланă.

— Ĕлĕкхи Кукша пуçсем каланă тăpăx, пурнăçpи тĕп хаклăxсенчен пĕpи — вăл хăв суйласа илме пултарни тата çил ăнăçлă енчен вĕpни иккен. Эпĕ сире калатăп вĕт — ку йăлтах çураçуллă, тĕп хаклăx — юнашар ÿсекен атте-анне çулçи!

Çамpăк Кукша пуçсем пĕp-пĕpин çине тĕллĕнсе пăxca илнĕ.

— Асатте, мĕншĕн вара атте-анне çулçи хаклăx? — ыйтнă пĕp Кукша пуç.

— Кăна сирĕн халех пĕлме кирлĕ мар, вăxăт çитсен йăлтах ăнланатăp, — мăкăpтатнă аслашшĕ. «Мм, иртерех-ха, ÿссе çитеймен?» — хăй ăшĕнче шутланă Кукша пуç, саспа вара:

— Çывăpма выртăp, каç пулнă! — тенĕ.

Пĕp Кукша пуçăн асĕнчен аслашшĕ сăмахĕcем ниепле те тухман, çавна пулах, вăл ниепле те çывăpca каяйман.

— Асатте, асатте теп, каласа кăтарт-ха, мĕн пирки каларăн эсĕ? Мĕне пĕлтерет ку? Мĕн пулать-ха сана? Тарăн ăc-хакăлупа пирĕнпе те пайлан ĕнтĕ!

— Тарăн ăcпа е пустуй шухăшпа? — хуравланă           аслашшĕ куçне уçмасăpax.

— Каласа кăтартатăн-и? — парăнман мăнукĕ.

— Ну, мĕнех, итле, — анасласа илнĕ те ват Кукша пуç, калаçăвне малалла тăcнă.

Пĕp илемлĕ ту хĕppинче пурăннă тет Кукша пуç чечекĕceм. Пурне те ырă çeç тăвакан чунсем, пĕpex май, таса сывлăшпа тата хĕвел-амăш ăшшипе киленнĕ.

Ака уйăxĕнче, пĕppeмĕш юр кайса пĕтсенех, Кукша пуçсем çутă патне туртăннă та халĕ тулли кăмăлпах пурăннă. Вĕсем çине чĕp-чунсем, кайăксем тата ытти çyл-çÿpeвçĕсем юратса тинкернĕ. Кукша пуçсем хĕвел патне туртăннă, тĕнчене хăйсен çуталса тăракан йăл-кулине парнеленĕ те кашни куна чунтан савăнса кĕтсе илнĕ.

Кашни ирех, пĕppeмĕш хĕвел пайăpкисемпех, пĕррин хыççăн тепри Кукша пуçсем пылак ыйхăpан вăраннă, туртăнса илнĕ те хăйсен çyтă сарă калпакĕсене тăxăнса янă.

Кун вĕçленсе пынă вăxăтра, хĕвеланăçpa, çывăpca кайиччен, вĕceм мĕн-пур ÿceкен, çĕрпе упаленекен, утакан, чупакан тата вĕçeкен чĕp-чунсене ырă каç, тутлă ыйхă суннă.

Çaпла кун xыççăн кун иртнĕ.

Ака уйăxĕн сиввисем çу уйăxĕн ăшшипе улшăннă. Кукша пуçсен ачисем хĕpcемпе каччăcем ÿcce те тăнă. Аслă çынсем евĕp калаçкаланă, xăшĕceм çeмьесем те çaвăpнă, ачасем çуратасси пирки шутланă.

Çĕртме уйăxĕн ăшши хăйне кăтартса та ĕлкĕреймен, шăпах, вăл Кукша пуçсене ашшĕ-амăш пулса тăма пулăшнă, кĕçex тусем çине yтă yйăxĕ xăйĕн шăpăxĕпе килсе те çитнĕ.

Утă yйăxĕшĕн уйрăмах хĕвел савăннă. Халĕ вăл хăйĕн амăш туйăмĕcене ирĕке яма пултарнă, çyлăмлă ытамне пĕp шелсĕp чĕppисене те, чĕpĕ маррисене те пăчăpтанă, çĕp çине хăйĕн вĕçленме пĕлмен юратăвне ăcaтнă.

Кукша пуçсем вара çанталăкри улшăнусене пачах сисмен. Вĕceм хăйсен тимлĕxне ачисем çине янă. Ашшĕ-aмăшĕн пепкисене ту çинчи пурнăçăн саккунĕceм çинчен тата унти хăpyшлăxceм пирки, кÿpшĕceне хисеплемеллине тата хăйсем мĕн пĕлнине каласа кăтартмалла пулнă.

Бесплатный фрагмент закончился.

Купите книгу, чтобы продолжить чтение.